Çĕрлехи йăпанусем (фильм)
Çĕрлехи йăпанусем | |
Жанр | мелодрама |
---|---|
Режиссёр | Валерий Усков, Владимир Краснопольский |
Сценари авторĕ |
Виктор Мережко Мария Мережко |
Оператор | И.Гриднев |
Композитор | Микаэл Таривердиев |
Кинокомпани | Союзтелефильм, Паритет |
Патшалăх | СССР |
Çул | 1991 |
IMDb | ID 0127704 |
«Çĕрлехи йăпанусем» (выр. Ночные забавы) — илемлĕ фильм.
Сюжет
Ольга, çамрăк хĕрупрăç, хăйĕн каччипе хирĕçнĕ хыççăн киле таврăнать те амăшĕ патĕнче еркĕнне асăрхать. Вăл командировкăри ашшĕ патне амăшĕ чирлĕ тесе телеграмма вĕçтерет. Ăнсăртран хваттере ресторанра ĕçлекен çамрăк мар музыкант («лабух»), Александр Андрющенко, укçа çинчи номерпе шăнкăравлать. Ольга ăна хăнана йыхравлать. Амăшне Александр («Сашуля») хăйĕн савни тесе палăртать.
Каярах ашшĕ таврăнсан, пиллĕк çын хушшинче харкашусем пулса иртеççĕ…
Рольсенче
- Евгений Евстигнеев — Андрющенко
- Александра Колкунова — Ольга
- Ирина Алфёрова — Анна Силина
- Альберт Филозов — Силин
- Валентин Гафт — Езепов
- Мария Виноградова
Ӳнер ушкăнĕ
- Сценарист: Виктор Мережко, Мария Мережко
- Режиссёрсем: Валерий Усков, Владимир Краснопольский
- Лартакан кинорежиссерсем: Владимир Краснопольский, Валерий Усков
- Оператор: И. Гриднев
- Художник: Владимир Донсков
- Композитор: Микаэл Таривердиев
- Директор: Вильгельм Еркин
Киноляпсем
- Силин Ил-62 çине ларать, Ту-154 çинчен тухать.
Каçăсем
![]() |
Ку кинофильм пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |