Çармăс (Теччĕ районĕ)
Статьяна капăрлатмалла. Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|
| | |
Гербĕ | Ялавĕ |
---|---|
Сармас Sarmas | |
Патшалăх | Раççей Федерацийĕ |
Республика | Тутарстан Республики |
Район | Теччĕ районĕ |
Ял тăрăхĕ | Çармăс ял тăрăхĕ |
Лаптăк | км² |
Халăх йышĕ | 505 2002 |
Йышлăхĕ | /км² |
Телефон префиксĕ | +7 84373 |
Почта индексĕ | 422377 |
Геогр. широти | 54°56′45″ Ç/N |
Геогр. долготи | 48°28′22″ Т/E |
Вăхăт тăрăхĕ | UTC+3, çулла UTC+4 |
ОКАТО (код) | |
Çармăс, выр. Тоншерма — Тутарстанăн Теччĕ районĕн ялĕ.
Ялтан район центрне çитме 25 километр, Хусана – 160, Пăвари чукун çул станцине – 28. Теччĕ-Пăва трассинчен тухса асфальт сарнă çулпа машинăпа кĕме пулать яла.
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
Ялта СХПК правленийĕ, вăтам шкул, фельдшер пункчĕ, клуб, ял вулавăшĕ пур. Ялта "Палан" фольклор ансамблĕ ĕçлет. Ташлакансен "Çĕмĕрт" ушкăнĕ 1994 çулта республикăри "Чăваш шăпчăкĕ" конкурсра диплом илнĕ.
Яла газпа водопровод кĕртнĕ.
Ялта 502 чăваш, 3 вырăс пурăнать.
Кун-çулĕ
Яла XIII ĕмĕрте, 1245 – 1250 çулсенче никĕс янă. Чи малтанах марисемпе чăвашсем, пурĕ 11 çемье, куçса килнĕ. Марисене чăвашла çармăс тенипе ял ятне те çаплах панă имĕш. Ял пуçланса кайни çинчен марисем хăйсем евĕрлĕ каласа параççĕ, чăвашсем – хăйсемле. Марисеннипе ял ячĕ виçĕ сăмахран тăрать – «тон» – туйăн, «шер» – çыран, «ма» – юхан шыв. Çапла вара «туйăнлă çыранлă юхан шыв» пулса тăнă. Пурăна-киле ялта чăвашсен йышĕ хушăнсах пынă, ял-йыш чăвашсен йăли-йĕркипе пурăннă. Чăвашсем яла халь те Çармăс теççĕ, Тоншерма тени вара «Çырма патĕнче тăнине» пĕлтерет е «Тăм çырма» теççĕ теприсем. [1] XX ĕмĕр пуçламăшĕнче ялташкул, чиркӳ, лавка, çил арманĕсем, шыв арманĕ, кĕрпе арманĕ пулнă.
Паллă янташсем
- Кутяшов С.С. - Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн 1-мĕш директорĕ.
- Земляков А.Е. - филологи ăслăлăхĕсен докторĕ.
- Маруськин Г.А. - спортсмен.
Асăрхавсем
- ^ ÇАРМĂС, ТОНШЕРМА 2016 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ.
Вуламалли
Научный отчет по проекту "Чуваши Приволжского округа". Чебоксары, 2002. 192 с.
Каçăсем
Çак статьяра çăлкуç каçисене пĕлтермен. Информаци тĕрĕссине кăтартакан çăлкуç пулмалла, унсăрăн ăна кăларса пăрахма та пултараççĕ.
Эсир çак статья валли сумлă çăлкуç тупса хушма пултаратăр. |
Теччĕ районĕнчи пурăнан вырăнсем | |||
---|---|---|---|
Администраци центрĕ: Теччĕ хули Ялсем: Анат Таркан • Алапит • Аслă Ăнă • Аслă Таркан • Аслă Турма • Аслă Этреç • Баймат • Байраш • Берлек • Васильевка • Вăрăм Ĕшне • Зеленовка • Ивански • Ивански • Ильински • Катăш • Кашка • Кăнна Кушки • Кĕлеш • Кĕлмет • Кĕçĕн Праллă • Кĕçĕн Турма • Кĕçĕн Этреç • Кивьял • Кирттели • Килтĕш • Кушкуй • Колунец • Лаптевка • Любимовка • Льяшево • Максимовка • Мăкшă Таяпи • Мемей • Монастырски • Нармонка • Никифоровка • Пăхăрçă • Пищемар • Пессун • Победа • Пухтел • Пушчă • Салмановка • Сӳнтĕк • Çармăс • Çĕньял • Тарканпуç • Тутар Питенкĕ • Тутар Чураппанĕ • Тӳкеш • Чăваш Таяпи • Чулла • Хĕрлĕ Ĕшне • Хĕрлĕ Кӳлĕ • Хĕрлĕ Миччес • Хĕрлĕ Çăлтăр • Хĕрлĕ Таркан • Хĕрлĕ Хĕвелтухăç • Хупкĕпер • Фёдоровка • Чакăлтăм • Чăваш Чураппанĕ • Чинчурино • Шанчă • Шÿккев • Тулă Миччес • Урюм • Ӳтемĕш • Элеç Ĕшни • Юккел • Ямпах Пĕтнисем: Александровка • Ахтапан • Вырăс Карланка • Долиновка • Кивĕ Сăмаравкка • Пурччав • Çĕнĕ Сăмаравкка • Трудовик • Майски • Хулаш • Людоговка • Мантово • Терентьевка • Кĕллĕ Сăртсем • Кĕçĕн Нечасово • |