Вале (кантон)

Валé (çаплах Валлис; фр. Valais, ним. Wallis, итал. Vallese, ромш. Vallais, франс-пров. Valês) — иккĕ чĕлхеллĕ (пурăнан 62,8 % халăхĕ франс чĕлхипе, 28,4 % нимĕç чĕлхипе пуплет) Швейцарин кăнтăр-анăçĕнчи кантонĕ. Администраци центрĕ — Сьон хула. 321 732 çын пурăнать (9-мĕш вырăн кантонсем хушшинче; 2012 ç. хыпарсем).

Географи

Лаптăкĕ — 5224 км² (3-мĕш вырăн, кантонсем хушшинче).

Кун-çулĕ

Кантон с1815 çулта Швейцари Конфедерацин пайĕ пулса тăнă, XVII ĕмĕртенпе Вале кантон пайĕн территоринче Çиччĕ Теçетке Республики пулнă, вăл çиччĕ общинăн пĕрлешĕвĕ шутланнă.

Пурăнан халăх

Нимĕçле тата франсла калаçакан швейцарсем пурăнаççĕ. Нимĕç чĕлхипе 28,4 % пурнан çын (ытларах Гомс, Тухăç Рарон, Бриг, Анăс Рарон, Лойк, Сьер тăрăхсем, Эренс тăрăхăн çурçĕр анклавĕ), франс чĕлхипе 62,8 % пурнан çын (ытларах Монти, Сен-Морис, Мартиньи, Энтремон, Конти, Эрен, Сьон тăрăхсем) пуплеççĕ, итал чĕлхи 2 % ытларах халăхшăн тăван чĕлхе пулать. Ытти 6,8 % урăх чĕлхесемпе пуплет. Тĕн енĕпе — католиксем, çаплах протестантсем те пур — 6 %.

Администрациллĕ пайланăвĕ

Кантонăн администрациллĕ пайланăвĕ.

Кантон 14 тăрăха пайланать:

  • Бриг (Brig)
  • Гундис (Gundis)
  • Энтремон (Entremont)
  • Гомс (Goms)
  • Эринг (Ering)
  • Лёк (Leuk)
  • Мартинах (Martinach)
  • Монти (Monthey)
  • Остлих-Рарон (Östlich Raron)
  • Санкт-Мориц (Saint-Maurice)
  • Сидерс (Siders)
  • Ситтен (Sitten)
  • Фисп (Visp)
  • Вестлих-Рарон (Westlich Raron)

Патшалăх тытăмлăхĕ

Саккун тăвакан орган - Мăн Канаш (Grand Conseil), ĕçтăвакан орган — Патшалăх Канашĕ (Conseil d’État), апелляци инстанци сучĕ — кантон сучĕ, пĕрремĕш инстанцири судсем — тăрăхри судсем.

Экономика

Айлăм Валĕре.

Ял хуçалăх Валĕн паллă отраçлĕ пулать, уйрăмах шултра мăйракаллă выльăха ĕрчетеççĕ, сĕт-çу тупăшлаççĕ. Эрех промăçлăхĕ Швейцарире чи пысăкки шутланать. Валĕре Клезон-Диксенс гидрокомплексĕ ĕçлет, вăл Швейцарин электроэнергин тăваттăмĕш пайне тăвать.

Паллă вырăнсем

Альпăри Вале. Ту çинчи пейзаж.

Çавăн пекех

  • Валĕри тухатмăшсен процесĕсем

Асăрхавсем

Каçăсем