Гепидсем

Гепидсем анăç Трансильванире V ĕмĕрте
Гепидсем, 539-551

Гепидсем (лат. Gepidae, Gepedes, Gepithae, Gepitae, ав.гр. Γήπαιδες, Γήπυδες, Γηπίδοι) — готсемпе тăванлă герман йăхĕсен ушкăнĕ.

Этимологи

Кун-çулĕ

Кăнтăралла куçни

II ĕмĕрте гепидсем Скандинавирен Балти тинĕсĕн кăнтăр çыранне куçаççĕ, вырăнти бургундсене хăваласа яраççĕ[1]. Кайран, готсем хыççăн кăнтăр-тухăçалла каяççĕ те 210 çулта Дакире вырнаçаççĕ[2] (урăх хыпарсемпе, 250 çулта[3]). Анат Вислăран гепидсене кăнтăралла Фастида ертсе пырать. Вăл, çапăçса хăйĕн йăхне бургундсен çĕрĕ витĕр, венетсем пурăннă Висла тăрăхĕнчи тата Карпат умĕнчи çĕрсемпе («immensa spatia») илсе каять.

Гепидсем Рим çарĕсемпе пĕрремĕш хут Наис патĕнче 269 çулта çапăçаççĕ, ун чухне Анат Мези, Фраки, Македони çĕрĕсене тустарнă герман йăхĕсен (готсем, герулсем, певкинсем, гепидсем) пĕрлешнĕ çарне император Клавдий II пĕтĕмпех аркатать.

Проб (276 — 282) çарĕсемпе тытăçнă хыççăн гепидсен пĕр пайне, император биографĕ çырнипе, гревтунгсемпе тата вандалсемпе пĕрле империн Тăнайăн кăнтăр çĕрĕсене вырнаçтарнă. Гепидсем харçăсене Дакирен кăнтăралла куçасшăн çӳренĕ. Готсемпе Гальта хула çумĕнче, Олт юханшывăн тури юхăмĕнче, 290 çул тĕлнелле ăнăçсăр çапăçнă хыççăн гепидсен хăйсен малтанхи çĕрĕсенчех юлма тивет.

Гепиди

IV ĕмĕр вĕçĕнче хунсен пĕрлешĕвне кĕнĕ. VI ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче лангобардсемпе авар йăхĕсен пĕрлешĕвне пăхăнма пуçланă.

Юлашки хут вĕсене IX ĕмĕрте асăнни курăнать, каяран — çухалнă.

Гепид патшисем [4]

  • Фастида
  • Ардарих (420 – 460 тĕлнелле) - сподвижник Атиллы
  • Гундерит (460 – 490 тĕлнелле)
  • Трапстила (490 – 504 тĕлнелле)
  • Тразарих (504 – 508 тĕлнелле)
  • Мундон (460 - 490) – Тразарих пиччĕшĕ, астула илесшĕнни
  • Гелемунд (Элемунд) (Helemund) (умер ранее 549 г.) — гепид патши
  • Торисвинт (548 – 560 тĕлнелле)
  • Кунимунд (560 – 567 тĕлнелле)

Асăрхавсем

  1. ^ Деций, Фастида и Острогота
  2. ^ Гепиды 2007 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ.
  3. ^ Тухăç герман ушкăнĕ 2010 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ.
  4. ^ Генеалогия.ru 2008 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ.

Каçăсем