Иванов Анатолий Степанович
Анатолий Иванов | |
Ӳкерчĕк:Ivanov AS.jpg | |
Çуралнă вăхăт: | çу, 5 1928 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Шемонаиха чиркӳллĕ ял, Хĕвел тухăç Казахстан облаçĕ |
Вилнĕ вăхăт: | çу, 31 1999 |
Гражданлăх: | СССР, Раççей |
Ĕçлев тĕсĕ: | прозаик |
Тĕлĕ: | патриотика |
Парнесем: | |
Иванов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Анато́лий Степа́нович Ивано́в (çу, 5 1928, Шемонаиха чиркӳллĕ ял, Хĕвел тухăç-Казахстан облаçĕ — çу, 31 1999, Мускав) — ял темипе хайлакан пысăк çыравçă-«почвенниксенчен» пĕри. Социализм Ĕçĕн Паттăрĕ (1984).
Кун-çулĕ
1946—1950 çулсенче Иванов Казах патшалăх университечĕн журналистика факультетĕнче вĕреннĕ. Пултарулăх ĕçне 1948 çулта «Прииртышская правда» (Семипалатинск) хаçатра журналист пулнă чухне пикеннĕ, çар çынни пулнă, кайран «Ленинское знамя» Çĕн Çĕпĕр облаçĕн хаçатăн редакторĕ. ССКП пайташĕ 1952 çултанпа.
1954 çултанпа прозăна пичетлет. 1958—1964 çç. «Сибирские огни» жкрналăн тĕп редакторĕн çумĕ пудса ĕçленĕ. 1960-мĕш çулсен вĕçĕнче Мускава пурăнма куçать.
Пултарулăх
Кĕнекесем
- Алкины песни — 1956,
- Повитель — 1958,
- Тени исчезают в полдень — 1963,
- Вечный зов — 1977,
- Жизнь на грешной земле — 1971,
- Вражда — 1980,
- Печаль полей — 1983.
Чыслани
- РСФСР патшалăх парни за роман «Вечный зов» (1971).
- СССР патшалăх парни «Вечный зов» (1979) телесериал сценаришĕн.
- Литературăпа ӳнер облаçĕнчи М. А. Шолохов ячĕллĕ тĕнче парни.
- Социаллă Ĕç Паттăрĕ (1984).
- Усть-Каменогоск (Казахстан) хулин чысла гражданĕ.
Вуламалли
- Казак В. Лексикон русской литературы XX века / [пер. с нем.]. — М.: РИК «Культура», 1996. — 5000 экз. — ISBN 5-8334-0019-8
Асăрхавсем
Каçăсем
Иванов Анатолий Степанович «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче
- А. С. Иванов пирки статья 2007 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ. «Кругосвет» энциклопедире.
- Анатолий Иванов 2009 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ. «Альдебаран» электронлă вулавăшра.
- А. С. Иванов 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ. Вырăс тĕнчи институчĕн сайтĕнче.
Социализм Ĕçĕн Паттăрĕсем | ||
---|---|---|