Карл тата Франц ячĕллĕ Грац университечĕ

Грацри Карлпа Франц ячĕллĕ университет
Тăван çĕлĕк Karl-Franzens-Universität Graz
Никĕсленĕ çул 1585 çул
Тĕс Халăх валли
Студентсем 30 000
Сайт http://www.uni-graz.at

Грацри Карлпа Франц ячĕллĕ университет (ним. Karl-Franzens-Universität Graz) — Грац хулинче вырнаçнă Австрин иккĕмĕш шĕкĕр университечĕ.

Кун-çулĕ

Грацри университета 1585 çулта эрцхерцăк Карл II йĕркелесе янă. Ăна кун-çулĕн чылай вăхăтĕнче католици чиркĕвĕ тĕрĕслесе тăнă. 1782 çулта Иосиф II император çутĕç йĕркеленĕвĕсене хăйĕн аллине илес тĕллевпе хупнă. Иосиф II ăна тарçă тата медицина персоналне хатĕрлекен лицей шайне куçарнă. 1827 çулта Франц II университетăн статусне тавăрнă, çакна вара унăн тулли ятĕнче палăртнă.

Людвиг Больцман иккĕ хутчен (1869—1873 тата 1876—1890) Грац университетĕнче профессор пулса тăрăшнă, кунта вăл хăйĕн статистика теорине хайланă. Нобель лауреачĕ Отто Лёви Грацри университетра 1909 - 1938 çулсенче вăй хунă. Пулас Нобель лауреачĕ Виктор Франц Гесс 1936 çулта Грацри университетран вĕренсе тухнă, 1920—1931, 1937—1938 çулсенче вĕрентнĕ. Чылаях мар вăхăт 1936 çулта университетăн ректорĕ Эрвин Шрёдингер пулнă.
Университет Грацри Техника университечĕпе пĕрле NAWI Грац коопераци проектне хутшăнать, ун чухне çутçанталăк пĕлĕвĕн факультечĕн чылайрахăшĕ тата Техника университечĕн тăванла пайĕсем пĕрлехи тĕпчев ĕçĕсене тата вĕренӳ ирттереççĕ. 2006/07 хĕллехи семестăрта хими, молекулярлă биологи тата тăпра тĕпчевĕ облаçĕсенчи пĕрле программăсене вĕренме пуçланă. Математикăпа тата физикăпа пĕрле вĕренмелли программăсене хатĕрлеççĕ.
Университет Европа университечĕсен ассоциацине — Утрехт эрешне — кĕрет.


Паллă профессорсем

  • Людвиг Больцман — математика физикин профессорĕ (1869—1873), физика (1876—1890)
  • Вальтер Нернст, Нобелĕн хими парнин лауреачĕ ятне 1920 çулта тивĕçнĕ — (1886)
  • Фриц Прегль, Нобелĕн хими парнин лауреачĕ ятне 1923 çулта тивĕçнĕ — (1913—1930)
  • Юлиус Вагнер-Яурегг, Нобелĕн физиологипе медицина парнин лауреачĕ ятне 1927 çулта тивĕçнĕ — (1889—1893)
  • Эрвин Шрёдингер, Нобелĕн физика парнин лауреачĕ ятне 1933 çулта тивĕçнĕ — теориллĕ физикăн професорĕ (1936—1938)
  • Отто Лёви, Нобелĕн физиологипе медицина парнин лауреачĕ ятне 1936 çулта тивĕçнĕ — (1909—1938)
  • Виктор Франц Гесс, Нобелĕн физика парнин лауреачĕ ятне 1936 çулта тивĕçнĕ — физика профессорĕ (1920—1931, 1937—1938)
  • Карл фон Фриш, Нобелĕн физиологипе медицина парнин лауреачĕ ятне 1973 çулта тивĕçнĕ — (1946—1950)
  • Шмид Генрих Феликс, славян филологин профессорĕ (1923—1938 тата 1945—1948)
  • Яриш, Адольф, медицина факультечĕн ӳт-тир тата венер чирĕсен кафедрин профессорĕ, вăл чирлĕ çыннăн Яриш — Герксгеймер реакцине пĕрремĕш çырса кăтартнă.

Факультетсем

Каçăсем