Картвел чĕлхисем
Картвел чĕлхисем (кăнтăр кавказ) — Кавказълешьен анăçĕнче (Грузире) сарăлнă чĕлхесен çемйи.
Çемйен тĕрлĕ тĕсĕсем
- Кăнтăр картвел турачĕ
- грузин чĕлхи — 3,5 млн. яхăн калаçакан
- Зан (колхида) ушкăнĕ
- мегрел чĕлхи — 500 пине яхăн анăç Грузире (Мегрелипе Абхази)
- лаз чĕлхи (чан) — 50 пине яхăн, Турцин çурçĕр-тухăçĕ (Лазистан)
- сван чĕлхи — 100 пине яхăн, Грузин çурçĕр-анăçĕ (Сванети)
Картвел чĕлхисем шутне çаплах Грузин авалхи литература чĕлхи — авалхи грузин чĕлхи — кĕрет.
Хăш чух уйрăм картвел чĕлхине грузин еврейĕсен пулать, Грузире ăна киврули, Израильте грузинит теççĕ. Чылай чĕлхеçĕ ăна ивритпа арамей чĕлхин илнĕ сăмахсемлĕ грузин варианчĕ тесе шутлать.
Хальхи картвел чĕлхисенчен грузин чĕлхин çеç çырулăхе пур. XIX ĕмĕртенпе лаз (Германипе Турцире латиница никĕсĕпе) тата мегрел (грузин çырăвĕпе Грузире тата уйрăмах Абхазире, маларах кириллица никĕсĕпе те) чĕлхине çырулăх кĕртесшĕн тăрмашаççĕ, анчах та çак ĕç-пуç халăхра анлă саралайман.
Çаплах пăхăр
Картвел чĕлхисем |
---|
грузин | лаз | мегрел | сван |