Кашни каç вунпĕрте
Кашни каç вунпĕрте | |
Каждый вечер в одиннадцать | |
Фильм постерĕ | |
Жанр | мелодрама |
---|---|
Режиссёр | Самсон Самсонов |
Сценари авторĕ |
Эдвард Радзинский |
Оператор | Анатолий Петрицкий |
Композитор | Эдуард Артемьев |
Кинокомпани |
«Мосфильм» киностуди, «Пайăрка» пултарулăх пĕрлешĕнĕвĕ |
Тăсăлу | 79 мин. |
Патшалăх |
![]() |
Чĕлхе | вырăс |
Çул | 1969 |
IMDb | ID 0174812 |
«Кашни каç вунпĕрте» (выр. Каждый вечер в одиннадцать) — Самсон Самсонов режиссёр ӳнерленĕ совет илемлĕ фильмĕ. Фильм премьери 1969 çулхи аванăн 22-мĕшĕнче иртнĕ.
Фильм сценарине Эдвард Радзинский азербайджан çыравçин Анарăн «Эпĕ, эсĕ, вăл тата телефон» хайлавĕпе хатĕрленĕ.
Сюжет
Пĕррехинче каçхине, туссен компанинче каннă чухне, Стас йăпанас шухăшпа, туссем сĕннĕ номерпе, вĕсем «хĕрарăм хуравласан, ăна качча илетĕн» шӳтленипе çырлахса, телефонпа шăнкăравлать. Телефонра çепĕç сасăллă хĕрарăм сасси илтĕннĕ. Стас хăйĕн компанинче çакăн пирки пĕлтермен, анчах та каллех çав сасса илтес килнипе манса кайнă телефон номерне кашни тусĕнчен ыйтнă. Людмилăпа паллашăнсан, Стас вăл унăн ĕмĕтĕнчи хĕрарăм пулнине ăнланса илет.
Рольсенче
- Михаил Ножкин — Станислав Николаевич Николаев, ăслăх ĕçлевçи
- Маргарита Володина — Люда, машинăпа пичетлекен бюровĕнче ĕçлекен
- Алла Будницкая — ресторанри официантка
- Зоя Степанова — Света (титрта — Э. Степанова)
- Лариса Виккел — Вика
- Изольда Извицкая — Женя
- Светлана Кетлерова (титрта — С. Кетлярова)
- Антонина Цыганкова-Поволяева
- Ерванд Арзуманян — пианист
- Михаил Бовин — Володя
- Алексей Головин — Витя
- Леонид Каневский — саксофонист (титрта — Л. Коневский)
- Виталий Копылов
- Станислав Михин — гитарист
- Михаил Селютин — Миша
- Владимир Грамматиков — ресторанра ташлакан (титрта çук)
- Елизавета Кузюрина — машинăпа пичетлекен бюровĕн пуçлăхĕ (титрта çук)
- Валентина Ушакова — Валя (титрта çук)
Пултарулăх ушкăнĕ
- Сценари авторĕ: Эдвард Радзинский
- Режиссёр: Самсон Самсонов
- Оператор: Анатолий Петрцкий
- Ӳкерçĕ: Ирина Лукашевич
- Композитор: Эдуард Артемьев
- Юрăсен тексчĕ: Михаила Матусовского
- Сасă операторĕ: Леонид Булгаков
- Дирижёр: Эмин Хачатурян
- Иккĕмĕш оператор: Владимир Чухнов
Литература
- Зоркий А. Треугольник вдвоём, или Нечто о любви по телефону // Искусство кино. — 1969. — № 12.
Асăрхавсем
Каçăсем
- «Каждый вечер в одиннадцать» на сайте «Энциклопедия отечественного кино»
![]() |
Ку совет кинофильмĕ пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
Самсон Самсоновăн фильмĕсем |
|
---|---|
Попрыгунья • Универмаг витрини хыçĕнче • Çулăмлă çухрăмсем • Ĕмĕрпе тантăшши • Оптимизмлă трагеди • Виçĕ пĕртăван хĕр • Арена • Кашни каç вунпĕрте • Ним çук çĕртен нумай шав • Чăн та акăлчанла вĕлерни • Бешеное золото • Тӳпери тăрна • Торговка и поэт • Тĕнчери саккăрмĕш асамĕ • Пĕчченнисене пурăнкăчпа тивĕçтереççĕ • Ташлапамĕ • Неприкаянный • Мышеловка • Казино • Милый друг давно забытых лет... |