Кельт чĕлхисем

Кельт чĕлхисеминди-европа чĕлхисен шутне кĕрекен чĕлхесем.

Истори

Кельт чĕлхисем инди-европа чĕлхисен анăç ушкăнне кĕреççĕ, вĕсем италипе герман чĕлхисене çывăх.

Ăсчахсем шутланă тăрăх кельт чĕлхисем малтан гальштат (пирĕн эрăчченхи VI-V ĕмĕрсем), каярах латен археологи культури (пирĕн эрăчченхи I пинçуллăхăн иккĕмĕш çурри) вăхăтĕнче сарăлма пуçланă. Кельт халăхĕсен тĕп вырăнĕ Европăн варринче, Рейнпа Дунай хушшинче вырнаçнă пулас.

Чĕлхесем

  • Валли чĕлхи
    • Авалхи валли чĕлхи (VI-X ĕмĕрсем)
    • Вăта валли чĕлхи (X-XII ĕмĕрсенче)
    • Хальхи валли чĕлхи (XIII ĕмĕртен)
  • Бретон чĕлхи
    • Авалхи бретон чĕлхи (VI-XI ĕмĕрсем)
    • Вăта бретон чĕлхи (XII-XVII ĕмĕрсенче)
    • Хальхи бретон чĕлхи (XVII ĕмĕртен)
  • Корн чĕлхи
    • Авалхи корн чĕлхи (VI-XI ĕмĕрсем)
    • Вăта корн чĕлхи (XII-XVI ĕмĕрсенче)
    • Çĕнĕ корн чĕлхи (XII-XIX ĕмĕрсенче)
    • Хальхи корн чĕлхи (XX ĕмĕртен)
  • Кумбр чĕлхи (çухалнă чĕлхе, X ĕмĕрччен)

Гойдел чĕлхисем

Контитентри кельт чĕлхисем

Ку чĕлхесем пурте çухалнă, çыру палăкĕсем сахал сыхланса юлнă.