Месек

Месек (фр. anecdote — пулман ĕç-пуç; грек. τὸ ἀνέκδοτоν — пичетлемен, тӳррĕн «паман») — фольклор жанрĕ — пуплевре пĕр-пĕрне каласа памалли кĕске кулăш истори. Тăтăшах месекĕн тупсăмĕ кĕтмен çĕртен тенĕ пекех истори вĕçĕнче тин палăрса култарать.

Кун-çулĕ

Месексем пуплев пултарулăх жанрĕ пулнипе пĕрремĕш тĕслĕхĕсем хăçан пуçланса кайнине пĕлтерме хĕн.

Ĕлĕк çырса хăварнă месексенчен çаксене тупнă темелле[1]:

«Тахçанхи вăхăтсенченех çамрăк арăм упăшки ыталаса пăчăртасан сывлăша пăснă»

Шумерсен тăм фрески, п.эрч. 1900—1600 çç.

«Салхуллă фараона епле хаваслантарас? Кимĕ çине пулă тытмали сĕрекепе витĕнтернĕ хĕрсене лартса Нил шывĕпе ярăнтармалла, вара фараон чăннипех пулла каять»

авалхи икĕпат месекĕ, п.эрч. 1600 ç.

Абсурд месекĕсем

Месексем тата политика

Тĕп статья: Политика месекĕсем


Википеди пирки месексем

  • Википедире мĕн çырнине пĕлни чăн эрудици мар. Чăн эрудици — унта мĕн çуккине пĕлетĕн пулсан.

  • Википедие тавлашнă чухне усă курма майлă: кирлĕ статьяна маларах хăвна майлă тӳрлетмелле çеç.

Автор анекдочĕсем

В. С. Черномырдинăн месек пулса тăнă афоризмĕсем

  • Пахарах тăвасшăнччĕ те яланхи пекех пулса тухрĕ.
  • Нихçан та çакă пулманччĕ, каллех çав пулса тухрĕ.
  • Водка пек лайăххи япăх пулать.
  • Правительство — вăл чĕлхепе унталла-кунталла тумалла орган мар.
  • Принциплă принципсем принциплĕ мар пулчĕç.
  • Çак ыйтăва эпир пĕтĕмпех тĕплĕн тĕпчерĕмĕр. А-ран пуçласа Б таранччен.
  • Икĕ çăмартана та пĕр карçинккана хумалла мар.

Çавăн пекех пăхăр

  • Карикатура
  • Эпиграмма (грек επίγραμμα «алпусни») — пĕр çынна е этем пĕрлĕхĕнчи пулăмĕнчен тăрăхласа кулмалли пĕчĕк сатир сăвви.
  • Камит (грек κωμωδία) — драматургипе кино жанрĕ.
  • Фельетон
  • Такмаксем
  • Новелла
  • Истори месекĕ
  • Литература месекĕсем
  • Ленин пирки месексем
  • Притча

Асăрхавсем

  1. ^ Найден самый древний неприличный анекдот Деловая газета «Взгляд» 3 августа 2008

Вуламалли

  • Е. Я. Шмелева, А. Д. Шмелев. Русский анекдот. Текст и речевой жанр. М. Языки славянской культуры, 2002 г. ISBN 5-94457-070-9.
  • Дандес, А. Фольклор: семиотика и/или психоанализ: Сб. ст. / Пер. с англ., сост. А. С. Архипова. М.: Восточная литература, 2003 (Исследования по фольклору и мифологии). ISBN 5-02-018379-2.
  • Жанры и формы в письменной культуре Средневековья. — М.: ИМЛИ РАН, 2005, с. 126—141

(ряд статей о детских, национальных и политических анекдотах)

  • Публикации о современном фольклоре на сайте «Фольклор и постфольклор: структура, типология, семиотика»

Месек литературăра, ӳнерте