Ньютон (виçев пĕрчи)

Нью́то́н (чăвашла кăтартни: Н; тĕнчери кăтарту: N) — вăй текен физикăлла капа Пĕрчĕсен тенчери тытăмĕнче (СИ) виçекен пĕрчĕ.
Ньютон — тăхăмла пĕрчĕ. Ньютонăн иккĕмĕш саккунĕпе килĕшÿллĕн, «ньютон» текен пĕрчĕ 1 çеккунт хушшинче 1 килограмм массăллă ĕскерĕн хăвăртлăхне вăй вăйăмĕн еннелле 1 м/ç ÿстерекен вăйпа танлашать. Çапла вара, 1 Н = 1 кг·м/с2.
Тăхăмла пĕрчĕсене пырса тивекен СИ пĕтĕмĕшле йĕркевĕсем тăрăх, ăславçăсен ячĕпе панă пĕрчĕсене пĕчĕклерен пуçласа çыраççĕ. Символла кăтартусене вара пысăк саспаллипе çырмалла. Кунашкал çырасси «ньютон» сăмахпа çыхăннă ытти тăхăмла пĕрчĕсене те пырса тивет. Сăмахран, вăй саманчĕн пĕрчи ньютон-метр кĕскен ак çапла çырăнать — Н·м.
Каçăсем
- International Bureau of Weights and Measures (1977), The International System of Units (3rd ed.), U.S. Dept. of Commerce, National Bureau of Standards, p. 17, ISBN 0745649742.
Асăрхавсем
СИ пĕрчисем |
|
---|---|
Тĕп пĕрчĕсем | |
Тăхăмла пĕрчĕсем | |
СИ тытăмрисемпе пĕрле усă курма йышăннисем |
Ангстрем · Астрономилле пĕрчĕ · Гектар · Пĕкĕ градусĕ (Пĕкĕ минучĕ, Пĕкĕ çеккунчĕ) · Дальтон (Массăн атомла пĕрчи) · Децибел · Литр · Непер · Талăк (Сехет, Минут) · Тонна · Электронвольт Пĕрчĕсен атомла тытăмĕ · Пĕрчĕсен юрилле мар тытăмĕ |
Çавăн пекех |
СИ префиксĕсем · Физикăлла капсен тытăмĕ · Пĕрчĕсене трансформацилени · СИ çĕнĕ палăртавĕсем (2019) · Метрикăлла тытăмăн историйĕ |
![]() ![]() |