Ом саккунĕ
Классикăлла электродинамика | ||||||||||||
![]() | ||||||||||||
Электро · Магнетизм
| ||||||||||||
Çавăн пекех «Физика порталĕ» |
![](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/c/cc/Crystal_Project_viewmag.png/16px-Crystal_Project_viewmag.png)
![](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/c/cc/Crystal_Project_viewmag.png/16px-Crystal_Project_viewmag.png)
![](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/1/15/UIR.svg/200px-UIR.svg.png)
Ii — ток вăйĕ,
Rr — хирĕçтăру
Ом саккунĕ — электро ток çăлкуçĕн электрокуçтару вăйне (е электро хиврелĕхе) ярăш витĕр каякан ток вăйĕпе тата ярăшăн хиреçтăрăвĕпе çыхăнтаракан эмпирикăлла физикăлла саккун. Ăна Георг Ом 1826-мĕш çулта тупса палăртнă (1827-мĕш çулта результатсене публикациленĕ), саккуна ун ятне панă.
Ĕнтĕ вара, Омăн тулли вăчăра саккунĕ, паянхи хăнăхнă терминсемпе, çапла курăнать:
кунта:
- — электро хиврелĕх çăлкуçĕн ЭДСĕ, В;
- — вăчăрари ток вăйĕ, А;
- — вăчăран мĕнпур элеменчĕсен хирĕçтăрăвĕ, Ом;
- — электро хиврелĕх çăлкуçĕн шалти хирĕçтăрăвĕ, Ом.
Час-часах[1] ак çак формулăна та
кунта хиврелĕх, е хиврелĕх ӳкевĕ (е, ку та çавах, ярăш пуçламăшĕпе вĕçĕ тĕлĕшĕнчи потенциалсен расналăхĕ), каллех ‹‹Ом саккунĕ›› теççĕ.
Ĕнтĕ вара, хупă вăчăрари электрокуçтару вăйĕ, (1) тата (2) танлăхсемпе килĕшуллĕн, çапла пулать:
Танлăхри юлашки пайташа специалистсем ‹‹хĕстеркĕчсем çинчи хиврелĕх›› теççĕ, мĕншĕн тесен вăчăрана юри параллеллĕн вырнаçтарнă вольтметр шăпах çавна кăтартать; çав хиврелĕх яланах ЭДСран пĕчĕкрех.
Асăрхавсем
- ^ Тĕпрен илсен шкул вĕренткĕчĕсенче тата наукăллă-популярлă литературăра.
Каçăсем
- Закон Ома // Элементы.ru. Природа науки, Энциклопедия