Оператор (математика)

Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Оператор пăхăр.

Опера́тор (каярахри латтынь чĕлхипе: operator — ĕçлекен, пурнăçлакан, operor — ĕçлетĕп, тăватăп) — мĕнле те пулин туллилетекен тытăмлă (рет, топологи, алгебрăлла операцисем) йышсене математикăлла çыхăнтарни. Оператор текен ăнлава математикăн тĕрлĕ уйрăмĕсенче ытти çыхăнтаравсенчен (тĕпрен илсен, хисеп функцийĕсенчен) уйăрма усă кураççĕ; тĕллĕхлĕ пĕлтерĕш контекстран килет, сăмахран, функционаллă анализра пĕр функцисене тепĕр функцисемпе тĕл килтерекен çыхăнтаравсене калаççĕ («функцисен функцийĕ» тени вырăнне «функцисен уçлăхĕнчи оператор»).

Операторсен хăшпĕр тĕсĕсем:

  • Функцисен (Дифференцилев, интеграллав, тĕшĕпе конволюци, функционаллă анализри Фурье трансформацийĕ) уçлăхĕсенчи операторсем;
  • Линилле алгебрăра векторла уçлăхсем хушшинчи (проекторсем, координатсене çавăрнисем, гомотетисем, вектора матрица çине хутланисем) çыхăнтаравсем (уйрăмах линиллисем);
  • Дискретлă математикăра умлăн-хыçлăнлăхсене трансформацилени (дискретлă сигналсен конволюцийĕсем, медианăлла фильтр).

Çавăн пекех

  • Операторсен йышĕ (математика)
  • Потенциаллă оператор

Асăрхавсем

Вуламалли

  • (1995) Оператор. Математический энциклопедический словарь. Гл. ред. Ю. В. Прохоров. М.: «Большая российская энциклопедия».