Пăва районĕ
Пăва районĕ, — Тутарстанăн кăнтăр-анăç енче вырнаçнă район. Администраци Пăва хулинче вырнаçнă. Район пуçлăхĕ — Камартдинов Ранис Рафисович.
Район çурçĕр енче Апас районĕпе, тухăç енче — Теччĕ районĕпе, кăнтăр-анăç енче — Çĕпрел районĕпе юнашар вырнаçнă. Çавăн пекех анăç енчи чикки Чăваш Енпе, кăнтăр енчи чикки Чĕмпĕр облаçĕпе юнашар иртет.
Район тăрăх нумай юханшыв юхать: Сĕве, Хырла тата ыттисем.
Транспорт
Район тăрăх Хусан-Ульяновск чукун тата автомобиль çулĕсем иртеççĕ.
Экономика
Районта ытларах ялхуçалăх аталаннă. Сахăр кăшманĕ, кĕрхи тата çурхи тулă, ыраш, урпа, пăрçа ӳстереççĕ. Пăва хулинче сахăр завочĕ вырнаçнă. Мăкăр ялĕ çумĕнчи карьерта акшар кăлараççĕ.
Культура
Пăва районĕнче ĕ? культура учрежденийĕ, çав шутра: 34 ялти культура çурчĕ, 32 ял клубĕ. 2000-мĕш çултан районта «Буа дулканнары» телерадиокомпани ĕçлет. Рйонта "Байрак" хаçата вырăсла, тутарла тата чăвашла пичетлеççĕ. Районта 7 шкул, вĕсенчен 8 - хулара, аслă пĕлӳ заведенисен 7 филиалĕ.
Паллă çыннисем
- Краснов-Асли Василий Иванович, - çыравçă.
- Мĕтри Юман, - çыравçă.
- Петров Константин Константинович, - çыравçă.
- Чебоксаров Владимир Игнатьевич, - çыравçă.
- Ухли Владимир Васильевич, - çыравçă, драматург.
- Юркин Иван Николаевич, - çыравçă.
Каçăсем
- Татцентр сайтра район çинчен 2011 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 6-мӗшӗнче архивланӑ..
- район сайчĕ(ĕçлемен каçă).
Тутарстанăн Пăва районĕнчи пурăнан вырăнсем |
|||
---|---|---|---|
Район центрĕ: Пăва |
Ку Тутарстан географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |