Пансперми

Пансперми (ав.гр. πανσπερμία — тĕрлĕ тĕслĕ вăрăлăх хутăшĕ, πᾶν (pan) — «пурĕ» тата σπέρμα (sperma) — «вăрăлăх») — Çĕр çинчи пурнăçа урăх планетăсенчен «пурнăç тĕввине» илсе килсе пуçарса янă тесе ăнлантаракан гипотеза.
Ăна нимĕç ăсчахĕ Г. Рихтер 1865 çулта шутласа кăларнă, Г. Гельмгольц тата С. Аррениус унпа килĕшнĕ.
Пансперми теорипе татăçуллă, çут тĕнче уçлăхĕнче сапаланнă пурнăç тĕввисем (тĕслĕхрен, микроорганизмсен вăррăлăхĕсем) космослăхри пĕр кĕлетке çинчен теприн çине вутлă хӳресемпе[1] е çутă пусăмĕ тĕкнипе куçаççĕ.
Пансперми теорипе Çĕр çинче пурнăç пуçланса кайнине ăнлантарнă. Космосри пайăркасем биологи объекчĕсене радиаци сĕмĕпе хĕртнине уçса тĕпчесен çак гипотезăн шайĕ самаях чакнă.
Анчах та Аполлон-12 миссинче Уйăх çине Сервейер-3 программипе аннă зонд çинче çер çинчи чĕрĕ микроорганизмсене тупнă хыççăн пансперми пирки каллех калаçу тăтăшах тапранса каять. Юлашки вăхăтра пансперми шухăшне Çĕрпе Марс (çак хĕрлĕ планета çинче шыв чылай пулнă чухне) хушшинчи çыхăну ыйтăвĕсене сӳтсе явнă чухне уйрăмах асăнаççĕ.
2006 çулта Deep Impact миссинче вутла хӳре япалалăхне тĕпчесе вутлă хӳрере шывпа ансатран та ансат органика пĕрлешĕвĕсем пуррине палăртнă. Çак пĕтĕмлетӳ вутлă хӳресене Çут Тĕнчере пурнăçа куçарса çӳрекенсен йышне кĕртет.
Кăсăк фактсем
Вуламалли
Çавăн пекех пăхăр
- Астробиологи
- Космос биологийĕ
- Эволюци
Асăрхавсем
Каçăсем
- К. Ю. Еськов История Земли и жизни на ней
- М. Д. Нусинов Занесение жизни из космоса на Землю.(Панспермия)
- Андрей Ваганов Как была заселена Вселенная(ĕçлемен каçă). В. С. Летоховпа куçăн калаçни. Независимая Газета хаçатра 2002 ç. нарăсăн 9-мĕшĕнче пичетленĕ
Урăх чĕлхе уйрăмĕнче туллирех статья пур Panspermie(ним.) Çак статьяна куçарса эсир проекта пулăшма пултаратăр. |
![]() | Ку биологипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
Çĕр тулашĕнчи пурнăç | |
---|---|
Пулăмсем тата объектсем |
ALH 84001 • Murchison • Çывăх контакт • Метеорит «Шерготти» • Радиосигнал SHGb02+14a • Сигнал «Wow!» |
Астрономи объекчĕсем |
Венера • Европа • Марс • Титан • Энцелад • Глизе 581 c • Глизе 581 d • Глизе 581 g • HD 85512 b • Пурнăçлă зонăсем • Хĕрлĕ карлик системин пурнăç юрăхлăхĕ • Пурнăç пуçланса кайма юрăхлă планетăсем • Пурнăçлă планетăсем |
Çыхăну |
METI • SETI • SETI@home • SERENDIP • Брейсвелл зондĕ • Линкос • Аллен телескопĕсен массивĕ • Çăлтăрсем хушшинчи çыхăну • Послание «Мир», «Ленин», «СССР» • «Пионер» пластинкисем • Послание Аресибо • «Озма» проекчĕ • «Феникс» проекчĕ • «Циклоп» проекчĕ • Cosmic Call |
Теорисем |
Аурели тата Кăвак уйăх • Мăн фильтр • Зоопарк гипотези • Çĕрĕн хăй евĕрлĕх гипотези • Космос плюрализмĕ • Неокатастрофизм • Обратное загрязнение • Палеоконтакт • Пансперми • Ферми парадоксĕ • Принцип заурядности • Углерод шовинизмĕ • Дрейк танлăхĕ • Кардашев шкали |
Миссисем |
ATLAST • Mars Astrobiology Explorer-Cacher • Mars Sample Return Mission • Дарвин • ЭкзоМарс |
Çавăн пекех пăхăр |
Альтернацилле биохими • Астробиологи • Астроэкологи • Биомаркер • Çĕр тулашĕнчи шыв • Çĕр тулашĕнчи цивилизаци • Брукингс институчĕн доклачĕ • Инопланетянин • Ксеноархеологи • Ксенолингвистика • Ноогенез • Планета хӳтлĕхĕ • Экзополитиксем • Экзотеологи |