Пастораль

«Ялти концерт», Джорджоне е Тициан çырнă теççĕ.

Пастора́ль (фр. pastorale «кĕтӳçĕн, ялти») — ялти лăпкă та ахаль пурнăçа хавхалантаракан литературăри, сăрăпа çырнăри, мусăкри тата театрти жанр.

  • Пастораль мусăкĕ, çутçанталăка е ялти пурнăçа ӳкерсе кăтартакан пысăк та, пĕчĕк те хайлавсем. Пастораль мусăкĕн виçисем урăхларах 6/8, 12/8, мелодийĕ тӳлек лăпкă, тăтăшах терци икхутлатать. Тĕслĕхĕсене Антонио Вивальди, Доменико Скарлатти, Франсуа Куперен, Иоганн Себастьян Бах тата урăх композиторсен пултарулăхĕнче илтме пулать. Çаплах Бетховенăн «Пастораль симфонийĕ» пур.
  • Идеализациленĕ ялти пурнăса кăтартакан опера, пантомима, балет. Пастораль оперисене Кристоф Виллибальд Глюк, Вольфганг Амадей Моцарт, Жан Батист Люлли, Жан Филипп Рамо хайланă.
  • Буколики (грек βουκóλος «кĕтӳç») кĕтӳçсен пурнăçне ӳкернĕ аваллăхри поэзи; синонимсем — эклога тата идиллия.
  • Буколика евĕр тĕнче куравне копилекен Европа литературин тĕсĕ.

Çав. пекех

  • Пастурель

Асăрхавсем

Литература