Пилĕксыпăклăх

Пилĕксыпăклăх — пилĕк сыпăкран тăракан метрикăллă сăвă виçи. Енчен те икĕ, виçĕ, тăватă сыпăкран тăракан сăвă виçисен кашнийĕн хăйне уйрăм ят пур пулсан, ку хутĕнче вара вĕсенчен кашнинех «пилĕксыпăклăх» тенипех çырлахаççĕ. Ку вăл асăннă виçе ĕçлевлĕхре (сăвă çырас ĕçре) сайра тĕл пулнипе те çыхăннă.

Чăвашла пилĕксыпăклăх тĕслĕхĕ

Петĕр Хусанкай, «Ирĕк тимĕрçĕ» сăвă (1924), пĕрремĕш çавра[1]:

Вăйлă кăкăрăм
Çăмăллăн сывлать.
Хăнăхнă аллăм
Пĕрмаях шаккать.
Шаккать те ватать
Асап сăнчăрне,
Çĕнĕрен хывать
Тĕнче никĕсне.
Çÿлерех çĕклен
Ирĕк мăлатук!
Сана хĕсĕрлен
Урăх чĕрлес çук!

Асăрхавсем

  1. ^ Хусанкай, Петĕр. Çырнисен пуххи. 1-мĕш том, 1997.Шупашкар. — С.50.

Литература

  • Пятидольник // Квятковский А.П. Поэтический словарь. М., 1966, с.230-233.
  • Гаспаров М.Л. Пятисложник // Литературный энциклопедический словарь. М.: Советская энциклопедия, 1987, с. 315.
  • Пятисложник // Литературная энциклопедия терминов и понятий / Под ред. А. Н. Николюкина. — Шаблон:Указание места в библиоссылке: Интелвак, 2001. — Стб. 843—844 — 1596 с. — ISBN 5-93264-026-X.
  • Гаспаров М. Л. Очерк истории русского стиха. М., 2002.
  • Фраёнова Е. М. Национальные свойства ритмики М. И. Глинки // О Глинке. Сборник статей к 200-летию со дня рождения. М., 2005.

Каçăсем