Романова Фаина Александровна
Романова Фаина Александровна | |
Ӳкерчĕк:Романова Фаина Александровна.gif | |
Çуралнă вăхăт |
Тăвай ялĕ, Тăвай районĕ, Чăваш АССР, ССРП |
---|---|
Çуралнă вырăн | 1924, çĕртме, 4 |
Вилнĕ вăхăт | 1990, чӳк, 28 |
Вилнĕ вырăн | Шупашкар, Чăваш ССР, ССРП |
Гражданлăх | ССРП РФ |
Упăшки | В. П. Романов |
Ачисем | П. В. Романов |
Фаи́на Алекса́ндровна Рома́нова (4.6.1924, Тăвай, Чăваш автономи облаçĕ —28.11.1990, Шупашкар, Чăваш ССР) — совет чăваш театр пĕлевçи тата çыравçи, ӳнер пĕлĕвĕн кандидачĕ (1972)[1].
ССКП пайташĕ (1953), ССРП театр ĕçченĕсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ (1976), ССРП çыравçисен пĕрлешĕвĕн пайташĕ (1976)[2].
Чăваш Енĕн театр ӳнерĕн историпе паллă специалисчĕ шутланнă.
Биографи
1924 çулхи çĕртмен 4-мĕшĕнче Чăваш АССР йышĕнчи Тăвай ялĕнче (халĕ Тăвай районĕ) патшалăх хĕсметçи çемьинче çуралнă.
1942 çулта Шупашкарта вăтам пĕлӳ илнĕ. 1948 çулта Мускаври ГИТИСăн театр пĕлĕвĕн факультетĕнче аслă пĕлӳ дипломне тивĕçнĕ.
1972 çулта Ф. А. Романова «Чăваш драма театрĕ çурални тата аталанни, 1918—1941» темăпа ӳнер пĕлĕвĕн кандидачĕн диссертацине хӳтĕленĕ, [3].
Шупашкарта 1990 çулхи чӳкĕн 28-мĕшĕнче çут тĕнчерен уйрăлнă.
Тулаш ӳкерчĕксем | |
---|---|
Шупашкарти астăвăм хăми |
Çемье
- Упăшки — В. П. Романов — актёр, режиссёр[4];
Чыслани
- Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (1974),
- РСФСР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (1987).
- Чăваш АССР К. В. Иванов ячĕллĕ патшалăх премин лауреачĕ (1990).
- ССРП культура министерствин «Палăртуллă ĕçленĕшĕн» паллă.
Асăрхавсем
Литература
- Кондратьев М. Г. Романова Фаина Александровна // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — Т. 3.
Каçăсем
- Романова Фаина Александровна 2021 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ.