Семит чĕлхисем

Семит чĕлхисем, — Çывăх Хевелтухăç, Çурçĕр Африка, Хĕвелтухăç Африка тăрăхĕсенче сарăлнă афрази чĕлхи. Семит чĕлхисемпе пурĕ 370 миллион çын калаçать. Чи анлă сарăлнă челхесен шутне халĕ арап чĕлхи кĕрет, çавăн пекех амхар, иврит , тигриня чĕлхисемпе те нумай калаçакансем.

Чĕлхе тĕпĕ

Семит чĕлхисемпе мĕн авалтанах Çывăх Хĕвелтухăçри халăх калаçнă.

Пайланăвĕ

  • Анăç семит чĕлхисем
    • Ханааней ушкăн пайĕ
      • Иврит (авал еврей тата хальхи)
      • Финик чĕлхи
      • Моавит чĕлхи
      • Эблаит чĕлхи
      • Угарит чĕлхи
      • Арамей чĕлхи (тата сири чĕлхи)
  • Тухăç семит чĕлхисем
  • Кăнтăр семит чĕлхисем
    • Арап чĕлхи (классикăлли тата хальхи диалекчĕсем)
    • Кăнтар арави чĕлхисем
    • Эфиоп чĕлхисем