Франци Индокитайĕ
Франци Индокитайĕ (фр. Indochine française) — Индокитай çурутравĕнчи Францин XIX-XX ĕмĕрсенчи колони çĕрĕ.
Кун-çулĕ
1858 — 1884 çулсенче Франци Вьетнама вăрçса çĕнтерет те çак çĕрсенче хăйĕн колонине туса хурать. Колони çĕрĕсене тыса тăма ансат пулма виççĕне пайлаççĕ: Кохинхина (Намбо), Аннам (Чунгбо) протекторачĕ тата Тонкин (Бакбо) протекторачĕ. Çак çĕрсем пуçсăр, Франци Индокитайĕ шутне XIX ĕмĕрĕн 60-мĕш — 90-мĕш çулĕсенче туртса илнĕ Камбоджа тата Лаос протекторачĕсене хушаççĕ. Çаплах Индокитай шутне Китайран усă курма (арендăна) илнĕ Гуанчжоувань çĕрне çыпăçтараççĕ.
1887 официаллă ятне Индокитай Пĕрлĕхĕ (фр. Union indochinoise) тесе палăртнă.
Тĕнчен Иккĕмĕш вăрçи хыççăн Франци Индокитайĕн çĕрĕнче наци-ирĕклĕхлĕ юхăмĕсем çĕнтернĕ. Вара унăн вырăнне Вьетнам, Камбоджа тата Лаос патшалăхĕсем йĕркелесе тунă.
Иккĕмеш Тĕнче вăрçи
Индокитай вăрçи
Çавăн пекех пăхăр
Женева килĕшĕвĕсем
Шаблон:Section-stub
Каçăсем
- Индокитай картти 2008 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
Франци Индокитайĕ Викиампарта? |
Ку Ази историпе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |