Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Хăйăр карти (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Хăйăр карти — ача-пăчан вăйă лапамĕнчи объект: хăйăр çинче теттесемпе выляма уйăрса панă вырăн. Яланхилле хăйăр купине йывăç хăмасемпе картлаççĕ. Варринче «кăмпа» лартаççĕ, вăл ачасене çумăртан е йăмăх хĕвелтен хӳтĕлет.
Пушă хăйăр карти.
Хăйăр картинче вылякан ачасем.
Хăйăр картинчи вăйă.
Витĕм çĕлĕклĕ хăйăр карти.
Хăйăр картинчи вăйăсем
Хăйăр керменĕсем, «çĕр хăвăлĕсем»
Машинкăсем (хăйăр çинче «гаражсем», çулсем тăваççĕ)