Чаршав

Чÿрече хуплавне чăваш чĕлхинче чаршав темеççĕ. Ăна карă (чÿрече карри) теççĕ
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Чаршав (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Чаршав е Карă

Чаршав — пир-авăрпа мĕне те пулин картламалли:

  • Чаршав (шторă, гардина) — чăлана, пÿлĕме е ытти мĕн те пулин (анчах чÿречене мар) хупласа çакнă карă.
  • Театр чаршавĕ — сценăна куракансен залĕнчен уйăракан чаршав.
  • Пушартан хӳтĕлекен чаршав — çулăмран хӳтĕлекен тĕтĕме яман конструкци.
  • Чаршав — Агата Кристин детектив романĕ.

Çав. пекех

  • Тимĕр чаршав (пĕлтерĕшсем)
  • Çурнă чаршав (акăл. Torn Curtain) — Альфред Хичкокăн 1966-мĕш çулхи фильмĕ.
  • Бамбук чаршав — эвфемизм. «Тимер чаршава» аякри Азире çапла калаççĕ.
  • «Хурçă чаршав» — Иракăн çурçĕр-анăçĕнчи вăрçă операцийĕ.