Чезена
Чезена
Cesena
|
![](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/5/5f/Disambig_gray.svg/20px-Disambig_gray.svg.png)
Чезена (итал. Cesena) — çурçĕр Италири Эмилия-Романья регионĕнчи хула. Савио юханшывĕ çинче, Апеннин тăвĕн умĕнче, Адриатика тинĕсĕнчен 15 çм вырнаçнă.
Кун-çулĕ
Чи малтанах Чезена этруссен е умбăрсен хули пулнă. Кĕске тапхăр иртсенех галл тăрăмлăхĕ хыççăн ăна п.эрч. III ĕмĕрте Рим пăхăнтарать.
Вăтам ĕмĕрсенче Чезенăна Папса облаçĕ, Равенна архиепископлăхĕ тата Таса Рим империн вассалĕсем (çав шутра Малатеста çемьи) тытса тăнă. 1183—1198 çулсенче вăл никама та пăхăнман республика шутланнă.
Паллă ентешсем
- Пий VI Рим паппи
- Пий VII, Рим паппи
- Пий VIII, Рим паппи хула епископĕ пулнă.
Чезенăна хăш чух виççĕ папа хули теççĕ.
Чаплă вырăнсем
- Рокка Малатестиана — 1380 - 1480 çулсенче авалхи кермен тăнă вырăнтах туса лартнă кермен
- Малатестиан библиотеки — Италири халăх валли пĕрремĕш вулавăш
- XV-XVI ĕмĕрсенчи кафедра соборĕ.
Экономика
Чезена тĕп отраçлĕсем — ял хуçалăхĕ, ăста ĕçĕ, кану ĕçĕ.
Каçăсем
- Чезена, Италири хула // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб.: 1890—1907.
- Еврейская энциклопедия Брокгауза и Ефрона. — СПб.: 1908—1913.
![]() |
Ку Итали географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
![](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/8/8b/Panorama_di_Cesena_e_le_sue_colline.jpg/350px-Panorama_di_Cesena_e_le_sue_colline.jpg)
Шаблон:Форли-Чезена провинцийĕ