Шĕмшеш (Элĕк районĕ)
Шĕмшеш
|
Шĕмшеш, — Чăваш Енĕн Чăваш Енĕн Элĕк районĕн Шĕмшеш ял тăрăхĕн центрĕ. Шĕмшеш юханшыв хĕрринче вырнаçнă.
Ял тытăмĕ, халăх йышĕ
Ялта 293 çын (2006) пурăнать. Икĕ урам: Коммуна тата Фёдоров урамĕсем.
Кун-çулĕ
1927 çулччен Етĕрне уесĕн Шăмат вулăсĕнче шутланнă. 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн Элĕк районне, 1939 çулхи пуш уйăхĕн 17-мĕшĕ хыççăн Советски районне, 1956 çулхи чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕ хыççăн каллех Элĕк районне, 1962 çулхи раштавăн 20-мĕшĕ хыççăн Етĕрне районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14-мĕшĕ хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.
Паллă çынсем
- Сергеевна Зинаида Сергеевна, — Чăваш республикин тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи.
- Харитонов Михаил Харитонович, — Чăваш республикин тава тивĕçлĕ верентӳçи.
Вуламалли
- Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
- "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
- "Аликовскому району 75 лет", Л. А. Ефимов хатĕрленĕ, Шупашкар, 2002.
Каçăсем
Çак статьяра çăлкуç каçисене пĕлтермен. Информаци тĕрĕссине кăтартакан çăлкуç пулмалла, унсăрăн ăна кăларса пăрахма та пултараççĕ.
Эсир çак статья валли сумлă çăлкуç тупса хушма пултаратăр. |
Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
Шĕмшеш ял тăрăхĕн пурăнан вырăнĕсем |
|
---|---|
Шĕмшеш ялĕ — администраци центрĕ ялсем: Вылпасар • Ишпарайккă • Кăраклав • Кивуй • Лутра Пакăш • Мăн Этмен • Мăн Ямаш • Пиçенер Туктамăш • Прашкушкăнь • Сурăмпуç Шĕмшеш • Çĕнушкăнь • Туçи Шĕмшеш • Улăх Шĕмшеш • Шавранчăк • Шоркасси Сорăм • Элекушкăнь • Этмен • Яккушкăнь |