Эйнштейн танлахĕсем (тепĕр чухне Эйнштейн—Гильберт танлăхĕсем теççĕ) — гравитаци уйĕн танлăхĕсем, вĕсем танлаштарулăхăн пĕтĕмĕшле теорийĕн никĕсĕнче выртаççĕ. Тепĕр чухне пĕрреллĕ хисеппе те асăнаççĕ — «Эйнштейн танлăхĕ, мĕншĕн тесен хайхисем тензорла шутлав майĕ-мелĕсемпе пĕр танлăх пек çырăнаççĕ. Кунашкал çырава çак статья çумне çирĕплетнĕ шаблонра та курма пулать.