Яндекс

{#coordinates:}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице

Yandex N.V.
тип {тип}
Биржăри листинг NASDAQ: YNDX, MCX: YNDX
Ӗçлев шырав системи, интернет-портал
Никĕсленĕ çул 2000 çул
Паллă çынсем Аркадий Волож (CEO), Александр Шульгин (COO)[1]; Джон Бойнтон (вăхăтлăха Директорсен Канашĕн Председателĕн тивĕçне вăхăтлăха пурнăçлакан)[2]
Отраçлĕ Тетел
Операци тупăшĕ 12,84 млрд руб. (2016 çул, US GAAP)[3]
Таса тупăш 6,783 млрд руб. (2016 çул, US GAAP)[3]
Ĕçтеш йышĕ 6271 (2016)
Веб-сайчĕ yandex.ru/company

Я́ндексраççей ИТ-компанийĕ, Эрешри шырав системипе тетел-порталăн харпăрçи. «Яндекс» шырав системи тĕнчери чи пысăк шырав сайчĕсем хушшинче тупса панипе çиччĕмĕш вырăнта (1,892 млрд, 2009 ç. раштав статистики)[4] тата акăлчан мар чĕлхесем хушшинче чи пысăкки шутланать. Yandex.ru шырав системи пирки официаллă 1997 çулхи авăн, 23 пĕлтернĕ, малтанхи утăмĕсене CompTek International компанинче тунă. Уйрăм компани евĕр «Яндекс» 2000 çулта ура çине тăрать.

Харпăрçисем тата ертӳлĕхĕ

Компанин 61 % ытла акцийĕ инвестфондсем (ru-Net Holdings, Baring Vostok Capital Partners тата Tiger Technologies) харпăрлăхĕнче, 24 % — менеджерсемпе ĕçтешĕсенче, 10 % — пайăр инвесторсемпе компанин малтанхи ĕçтешĕсенче, 5 % — опционсем тытакансен алинче.[5]

2009 çулхи авăн уйăхĕнче «Яндексăн» кăк компанийĕ— голланд компанийĕ Yandex N. V. приоритетлă акци кăларать те 1 евро хакпа Сбербанка туянтарать. Çак акцин пĕртен-пĕр прави — вăл компанин 25 % ытла акцине сутнă чухне вето хума пултарать.[6]

Ертӳлĕхĕ

Аркадий Волож - пĕрлĕ-пуçаруçă тата тĕп директор
Андрей Себрант
  • Аркадий Волож — тĕп директор.
  • Илья Сегалович — технологисен директорĕ.
  • Елена Колмановская — тĕп редактор.
  • Алексей Третьяков — коммерци директорĕ.
  • Светлана Кондрашова — янрав директорĕ.
  • Дмитрий Иванов — проектсен директорĕ.
  • Андрей Себрант — сервис маркетингĕн директорĕ.
  • Екатерина Фадеева — право ыйтăвĕсен директорĕ.
  • Аркадий Борковский — CTO of Yandex Labs.

Ĕçлĕх кăтартăвĕсем

Ĕçтешсен йышĕ 2000 çын ытла.[7]

US GAAP йĕркипе шутласан, компани 2007 çулта 167 млн долл. пуçтарнă[8] 2008 çулта çаврăнăшĕ, 2007 çулхипе танлаштарсан, 80 % ытла пулса 300 млн долл. иртсе кайнă. 85 % тупăшĕ контекст янравĕнчен пуçтарăннă.[3] 2009 çулта пайта чакнă — 278 млн долл. танлашнă.[9].

Alexa Internet статистики

Тĕрлĕ çĕршывсенчи сайтăн паллăлăхĕн рейтингĕ[10]
Патшалăх Вырăн
РФ 1
Узбекистан 1
Украина 6
Казахстан 6
Беларуç 7
Азербайджан 10
Германи 433
АПШ 1390

2010 çулхи çурла, 29 yandex.ru сайчĕ тĕнчере паллăлăхĕпе 25 вырăнта, Alexa.com рейтингĕпе килĕшӳллĕ[11]

Асăрхавсем

  1. ^ Yandex: Management team (акăлч.). Yandex. Тĕрĕсленĕ 21 Нарӑс уйӑхӗн 2015.
  2. ^ Цитатӑлани пирки асӑрхаттарни: press_releases.20160328 ятлӑ <ref> тэгӑн умкурӑмне пӑхма май ҫук — ӑна хальхи пай тулашӗнче палӑртнӑ е пач та палӑртман.
  3. ^ 1, 2 тата 3 Цитатӑлани пирки асӑрхаттарни: autogenerated1 ятлӑ <ref> тэгӑн умкурӑмне пӑхма май ҫук — ӑна хальхи пай тулашӗнче палӑртнӑ е пач та палӑртман.
  4. ^ comScore Reports Global Search Market Growth of 46 Percent in 2009
  5. ^ Структура акционерного капитала компании Yandex N.V. Официальные данные компании
  6. ^ Анастасия Голицына, Максим Гликин. Жесть доброй воли // Ведомости, 24.09.2009, 180 (2450)
  7. ^ Вакансии 2009 ҫулхи Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ. Яндекс. О компании
  8. ^ Цитатӑлани пирки асӑрхаттарни: ved_06_08 ятлӑ <ref> тэгӑн умкурӑмне пӑхма май ҫук — ӑна хальхи пай тулашӗнче палӑртнӑ е пач та палӑртман.
  9. ^ Цитатӑлани пирки асӑрхаттарни: Яндекс подводит итоги 2009 года ятлӑ <ref> тэгӑн умкурӑмне пӑхма май ҫук — ӑна хальхи пай тулашӗнче палӑртнӑ е пач та палӑртман.
  10. ^ Рейтинг популярности сайта по статистики Alexa.com на 26 августа 2010 года 2015 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
  11. ^ Yandex.ru. Alexa (2010). Тĕрĕсленĕ 29 Ҫурла уйӑхӗн 2010.

Вуламалли

  • Гусев Владимир Сергеевич. Яндекс: эффективный поиск информации в Интернет. Краткое руководство. — М.: Диалектика, 2007. — ISBN 978-5-8459-1230-5
  • Соколов-Митрич, Д. В. Яндекс.Книга. — М.: Манн, Иванов и Фербер, 2014. — 10000 экз. — ISBN 978-5-00057-092-0
  • Дорофеев Владислав. Яндекс Воложа: История создания компании мечты. — М.: Альпина Паблишер, 2013. — ISBN 978-5-9614-4514-5
  • Абрамзон Михаил. Яндекс для всех. — СПб.: БХВ-Петербург, 2007. — ISBN 978-5-9775-0144-6

Каçăсем