1111

Çулсем
1107 1108 1109 1110 1111 1112 1113 1114 1115
Вуннăçуллăхсем
1090-мĕш1100-мĕш1110-мĕш1120-мĕш1130-мĕш
Ĕмĕрсем
XI ĕмĕрXII ĕмĕрXIII ĕмĕр

Пулнисем

  • Владимир Всеволодович Мономахăн тата урăх кнеçсен (Святополк Изяславич, Аслă Мстислав Владимирович тата ыт.) çарĕсем Шарукань кармана туртса илнĕ;
  • Пăлхава пуçарнăшăн айăпласа Збигневе, Польша кнеçне — поляксен патшин Владислав Германăн айкинчи ывăлне — тĕрмене хупнă та куçне шăтарнă;
  • Сăваплă Рим императорĕ Генрих V император кăшăла кĕртнĕ; умĕн вăл тыткăнри Пасхалий II Рим попĕнчен инвеститури правине илнĕ;
  • Императорпа поп хушшинчи ятлаçу. Генрих V попа тыткăна илнĕ те Римран тухса кайнă. Ирĕке тухас шутпа поп Генрих çине кăшăл хунă, ăна епископсене суйлама ирĕк панă.
  • Адальберта, Саарбрюккен графне, Майнц архиепископĕ вырăнне суйланă;
  • Португалири çĕр ĕçтешĕсен пысăк пăлхавĕ, Бургунди Энрикки хаяррăн пусарнă;
  • Людовик VI Лана коммунине çирĕплетнĕ;
  • Китайра 200 томран тытăнса тăракан «Шэнь-цзы-цзунь-лу» медицина энциклопедине кăларнă.
  • Генрих V Римра II Пасхалий поппа тĕл пулнă чухне ашшĕ çинчен анафеминчен хăтарса чиркӳ йăлипе пытарма ирĕк ыйтнă.

Çуралнă

Çавăн пекех: Категори:1111 çулта çуралнисем

  • Андрей Боголюбский, вырăс кнеçĕ;
  • Альфонс Завоеватель, пĕрремĕш португал патши;
  • Оттон Фрейзингский, нимĕç историкĕ.

Вилнĕ

Çавăн пекех: Категори:1111 çулта вилнисем

  • Юпа, 5 — Роберт II, Фландрин графĕ, çаплах Иерусалим Роберчĕ ятлăскер
  • Раштав — Абу Хамид Аль-Газали (1058—1111), арап философĕ тата турă сăмахлавçи.
  • Анна, Половец кнеçĕн хĕрĕ - Киев аслă кнеçĕн Всеволод I Ярославичăн иккĕмĕш арăмĕ.
  • Боэмунд I, Антиохи кнеçĕ, Апуло херцăкĕ, Хĕрес харçисене хутшăннăскер.

Çавăн пекех

1111 çул категори тупăнмарĕ


Википеди Ку çулсем çинчен çырса пĕтермен статья.
Эсир тӳрлетсе, хушса ăна çырса пĕтерме пулăшаятăр