Китайри Сакăр кнеç вăрçинче[1][2] (291—306) Сыма Юэ çĕнтернĕ. Вăрçăпа хавшакланнă Çурçĕр Китая «Пилĕк варвар йăхĕ» (Wu Hu) тапăнса кĕнĕ, «Вунултă варвар патшалăхĕ» ятлă конгломерат (304—439) йĕркеленнĕ.
Инфляцине хирĕç Диоклетианăн хаксен эдиктне (301) йышăннă. Рим императорĕн турăлăхĕпе килĕшмен христиансене питĕ хаяррăн хĕсĕрлеме тытăннă (303; Diocletianic Persecution).
301 çул — Эрменире христианлăха йышăннă.
Рим август-тытăмçисем: Диоклетиан тата Максимиан влаçран, çирĕплетнĕ йĕркелĕхпе, хăтарăннă (305). Влаçшăн кĕрешме тытăннă (306—324; Civil Wars of the Tetrarchy).
Кăнтăр Японие Ямато патшалăха пуçтарнă (250 (300) — 710).
Культура
Японири Кургансен тапхăрĕ (250 (300) — 538).
Патшалăх ĕçченĕсем
Диоклетиан — аслă август, Рим империн тухăç пайĕн тытăмçи (284—305).
Максимиан — Диоклетиан лартнă анăçри август (285—305).
Максенций — Рим империн вăта пайĕнче влаçа узурпациленĕскер (306—312), Галерипе тата унăн тамăрĕсемпе вăрçнă.
Констанций Хлор — Рим империн анăçĕнчи август (305—306), влаçран хăтарăннă императорсем хыççăнни.
Константин I — Констанций Хлор ашшĕ сĕмĕпе тата легионсем кăмăлланипе анăçра цезарь пулнă (306), кайран тулли тивĕç-ирĕклĕ август (312).
Галерий — тухăçри август (305—311), Диоклетиан хыççăнхи.
Север II — цезарь, кайран Галерий лартнă анăçри август (305—307).
Максимин Даза — Галерий тăванĕн ывăлĕ, цезарь, кайран Рим империн Ази пайĕнчи хăйне август тенĕскер (305—313).
Лициний — тухăçри Галерий лартнă август (308—324).