350

Çулсем
342 343 344 345 346 347 348 349 350
Вуннăçуллăхсем
320-мĕш330-мĕш340-мĕш350-мĕш360-мĕш
Ĕмĕрсем
III ĕмĕрIV ĕмĕрV ĕмĕр

Пулнисем

Рим империйĕ

  • Консулсем: Флавий Сергий тата Флавий Нигриниан.
  • Римăн хула префекчĕ Палладий кушаксене кăшлавçăсене хирĕçле усă курас хутайне кăларнă[1].
  • Константа хирĕçле Хрестий, Марцеллин (магистр оффиций) тата Магненций çарпуçсем кавар тунă. Магненций император пулса тăнă, Констант тарма пикеннĕ, анчах та Елена хула патĕнче (Пиренейсем) ăна Гаизон салтаксемпе хуса çитсе вĕлернĕ.
  • Преториансен командирĕ Магненций узурпатор пулса тăнă.
  • Иллирикре пехотăпа командăланă Ветранион Тури Мезире влаçа ярса илнĕ. Сердика хула патĕнче Констанципе Ветранион пĕр-пĕрне хирĕçле пырса тăнă. Констанций салтаксем умне тухса сăмах каланă, лешсем вара тӳрех унăн енне куçнă. Констанций ĕнтĕ Ветраниона пурнăçне хăварнă.
  • Сăваплă Кассиан рим муниципинче Брессаноне патĕнче хальхи Сабиона епископлăхне никĕсленĕ.
  • Сăв. Афанасий тата сăв. Антоний, Александрирен арианлăха хирĕç тăнă.
  • Римре чиркӳ юррин шкулне (Скола Канторум) йĕркеленĕ.
  • чиркӳ пĕрремĕш ăстрăм Христос Çурални кунне уявланă.
  • Сăваплă Валентинăн вилтăпри çинче Римре базилика туса лартнă.
  • Библин авалхи алçыравне - Александри кодексне - хайланă.

Урăх регионсем

  • Табгăра «Çăкăрпа пулăна пĕрремĕш хут нумайлатни» храма туса лартнă.
  • Иорданпа килĕшӳллĕ готсем Новгорода илнĕ, çаплах Германарих антсен патшине, Буса тата антсен хĕрĕх ваттине вĕлернĕ.
  • Аршак II Эрмени патши пулса танă.
  • 350-367 патне — Эрмени патши Аршак II.
  • Синедрионăн пĕрремĕш сăвплăх çынĕ Гилель II халиччен усă куракан иудей календарьне кĕртнĕ.
  • Иерусалим Талмудĕн Гемарине хатĕрленĕ.
  • сасанидсем 1-мĕш «Пархика» легионне аркатнă.
  • Гупт империнче астула Самудрагупта ларнă.
  • динлинсем пĕрлешĕнсе Цине никĕсленĕ.
  • 350 — Чжао императорĕ Ши Цзянь.
  • Жань Минь çарпуçĕ Чжао Ши Чжи императора хирĕç пăлхав çĕкленĕ.
  • Жань Минь пăтăрмахĕ. Кĕçĕн Чжаора хунсене вĕлернĕ.
  • Китайра хунну халăхне массăллă пĕтернĕ.
  • 350—352 — Жань Минь иператорĕ Вэй.
  • Дуане Муюн Цзюнь ярса илнĕ.
  • Цинь патшалăхне никĕс хывнă. Фу Хун (тангут/ди) шаньюй тата Цинь титулĕсене йышăннă.
  • 350—351 (350) — Цинь патши Фу Хун.
  • Яо Сяна Фу Хун аркатнă. Ма Цзю генерал Фу Хуна наркăшласа вĕлернĕ.
  • Чанъане Фу Цзянь I илнĕ.
  • Китайра чейе ӳстерме тытăннă пирки пĕрремĕш асăнни, çакна хăйĕн трактатĕнче Kuo P’o çырнă.
  • Юкатанăн Теотиуакан хулинчи халăх йышĕ 200 000 пин çына çитнĕ.

Çуралнă

Çав. пекех: Категори:350 çулта çуралнисем

  • Рим, сăваплă Маркелл
  • Антиохире, Феодор Мопсуетский

Вилнĕ

Çав. пекех: Категори:350 çулта вилнисем

  • Низиби епископĕ Иаков
  • Гупт императорĕ Чандрагупта I
  • Иберие тарнă чухне, император Констант
  • Павел I, кустантин архиепископĕ


Википеди Ку çулсем çинчен çырса пĕтермен статья.
Эсир тӳрлетсе, хушса ăна çырса пĕтерме пулăшаятăр

Ӑнлантарусене малтан пӑхасси

  1. ^ Италия - IV век. Тĕрĕсленĕ 20 Ҫурла уйӑхӗн 2014.