511 çул

Çулсем
503 504 505 506 507 508 509 510 511
Вуннăçуллăхсем
480-мĕш490-мĕш500-мĕш510-мĕш520-мĕш
Ĕмĕрсем
V ĕмĕрVI ĕмĕрVII ĕмĕр

Пулнисем

  • Консулсем: Флавий Аркадий Плацид Магн Феликс тата Флавий Секундин.
  • чӳк, 27 — Хлодвиг I Парижре вилет. Апостолсен чиркĕвĕнче (сăв. Женевьевы) пытарнă, каярахпа вилтăпри çухалнă. Унăн арăмĕ Клотильда Туре мăнастăрьне пурăнма каять. Çĕр-пурлăхне тăваттă ывăлĕ пайлаççĕ.
  • чӳк, 27, 511—524 — Мец королĕ (Австрази) Теодорих I.
  • чӳк, 27, 511—524 — Орлеан королĕ Хлодомир.
  • чӳк, 27, 511—558 — Париж королĕ Хильдеберт I.
  • чӳк, 27, 511—558 — Суассон королĕ Хлотарь I.
  • Хлодвиг I вилсен унăн ывăлĕ Хильдеберт I, сăваплă Герман хула епископĕ канашĕпе Сенăн сулахай çыранĕнче, çаран çинче аббатлăха туса хунă. Епископ вилсен, 576 çулта аббатлăха, çаплах йĕри-тавра ӳссе ларнă пĕчĕк хулана — Сен-Жермен-де-Пре — ятне панă. Ку — вăтам ĕмĕрсенчи Парижăн пĕрремĕш хулаçумĕ.
  • Бриттсен королĕ Думнония Девонран Кĕçĕн Бретане килет. Вăл кунта куçса килни сакссем утрава экспансилессипе çыхăннă, пулас.
  • Галл соборĕ. ариан чиркĕвĕсене хупма йышăннă.
  • Испание вестготсем иккĕмĕш хут пурăнма куçнă. Галл соборĕн йышăнăвĕ хыççăн Аквитанире пурăннă чылай вестгот Кивĕ Кастилине эмиграциленнĕ.
  • Керменри Архангел храмĕнче юрлакансем «пирĕншĕн Хĕрес çине çакнă» (Антиохири монофизитсем пек) юрлама тытăннă. Православсем вĕсем çине тапăнннă. Анастасий I Македоний çине çиленнĕ, лешĕ вара императора манихейсене пулăшу парать тесе хурланă. Тĕп хулари хура халăх патриарх енне тытнă.

Çуралнă

Вилнĕ


Википеди Ку çулсем çинчен çырса пĕтермен статья.
Эсир тӳрлетсе, хушса ăна çырса пĕтерме пулăшаятăр