Бессель Фридрих Вильгельм

Бессель Фридрих Вильгельм
ним. Friedrich Wilhelm Bessel
Çуралнă вăхăт: Утă, 22, 1784
Çуралнă вырăн: Минден, Вестфали (халь Германи)
Вилнĕ вăхăт: пуш, 17, 1846
Вилнĕ вырăн: Кёнигсберг, Прусси (халь Калининград, Раççей)
Патшалăх:

Германи

Ăслăх сфери: математика тата астрономи
Ăсчах степенĕ: ăслăх тухтарĕ
Паллă вĕренекенсем: Ф. В. А. Аргеландер
Паллă: çăлтăрсен параллаксне уçакан, çĕр эллипсоичĕн аслăшне тĕпчекен

Фридрих Вильгельм Бессель – (22.7.1784, Минден, Вестфали (халь Германи)- 17.3.1846, Кёнигсберг, Прусси (халь Калининград, Раççей)) - математика тата астрономи енĕпе ĕçленĕ ăсчах. Параллакс тĕпченĕ. кометин орбитине шутланă. Кёнигсберг обсерваторийĕн никĕслекенĕ тата директорĕ. 75000 çалтăрăн вырăнне тупса çăлтăрсен каталогĕсене хатерленĕ. 1838-мĕш çулта Акăш 61 çалтăрăн çултлăкри параллаксне виçнĕ. 1841-мĕш çулта нумай виçене шута илсе Çĕрĕн эллипсоичĕн анлăшне шутланă. Геодезипе картографинче ку элопсоидпа ХХ-мĕш ĕмĕрĕн çурриччен анла уса курнă. 1844-мĕш çулта Шурă карлик[1] Сириусăн тата Проционăн начар куранакан çăлтăр спутниксем пулнине каланă.

Чыславсем

Лаланд парни (1811) Король астрономи пĕрлехен ылтăн медалĕ (1829 тата 1841)

Фотогалерея

Вуламалли

  • Бессель, Фридрих Вильгельм // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб.: 1890—1907.
  • Багратуни Г. В. Жизнь и геодезические исследования Ф. В. Бесселя. — М.: Геодезиздат, 1961.
  • Колчинский И.Г., Корсунь А.А., Родригес М.Г. Астрономы. Биографический справочник. — Киев: Наукова думка, 1977.
  • Лавринович К. К. Фридрих Вильгельм Бессель (1784—1846). К 200-летию со дня рождения // Историко-астрономические исследования, вып. XVII. — М.: 1984.
  • Лавринович К. К. Фридрих Вильгельм Бессель. М.: Наука, 1989.- 320 с. ISBN 5-02-005884-X

Асăрхавсем

  1. ^ On the proper motions of Procyon and Sirius (акăлч.). Monthly Notices of the Royal Astronomical Society (12/1844). çăлкуçран архивланă 23 Ҫурла уйӑхӗн 2011. Тĕрĕсленĕ 22 Утӑ уйӑхӗн 2009.

Каçăсем