Комор утравĕсем
Udzima wa Komori фр. Union des Comores арап. الاتحاد القمري Комор утравĕсем | |||||
| |||||
![]() | |||||
Патшалăх чĕлхисем | франци чĕлхи, арап чĕлхи, комор чĕлхи | ||||
---|---|---|---|---|---|
Тĕп хула | Морони | ||||
Чи пысăк хула | Морони | ||||
Президент | Дуанин Икилилу | ||||
Лаптăкĕ - Пĕтĕмпе |
167 вырăнта 1 862 км2 | ||||
Халăх йышĕ - Пĕтĕмпе(2009) - Йышлăхĕ |
158 вырăнта 752 000 404/км² | ||||
Валюта ячĕ | Комор франкĕ | ||||
Вăхăт тăрăхĕ | ГВ +03 пуçласа +03 таран | ||||
Патшалăх гимнĕ | Комор утравĕсен патшалăхĕн гимнĕ | ||||
Тетел доменĕ | [[.km]] | ||||
Тел. префиксĕ | 269 |
Комор утравĕсем, официаллă Комор утравĕсен пĕрлĕхĕ[1], ( 2002-мĕш çулччен — Комор утравĕсен Федераллă Ислам Республики) — Инди океанĕнчи патшалăх. Мозамбик тинĕс пырĕн çурçĕр пайĕнче Мадагаскар утравĕпе çурçĕр Мозамбик хушшинче вырнаçнă. Ячĕ арап челхинчи 'al-qamar (аль-камр) сăмахран (уйăх) самахран тухнă. Уйăх патшалăх ялавĕ çинче пур. Официаллă чĕлхесем — комор чĕлхи (суахили) чĕлхипе тăванлă), франци тата арап чĕлхисем.
Кун-çулĕ
Авалхи кун-çулĕ
Археологи тĕпчевĕсем тарăх Анжуан утравра пирен саманан V-мĕш ĕмĕрĕнчех çынсем пурăннă. XII-меш ĕмĕрте архипелаг Килва султанат аллине лекнĕ. Утравсем çинчен чи малтан голланди çул çӳревçи К. Хаутман çырса кăтартнă. Инди кайакан португалсем 1610-мĕш çулсенче утравсенче йăва çавăрма тытăнни выранти çынсем хирĕç танипе ăнман. Килва салансан кунта пĕр перинпе çăпăçакан нумай султанат йĕркеленнĕ, ислам вăй илнĕ. 1600-мĕш çулсенче Африка, Мадагаскар утрав çыннисем, арапсем çĕнĕрен куçса килнĕ. Кунта пиратсем индипе китай çыннисене плена илсе килнĕ. 1785-мĕш çултан Мадагаскар утравĕнчен чурасем ярса илме тапанма тытаннă, çавăнпа XIX-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче Майотта утраве çынсăр юлнапа пĕрех. Вăл Мохели утравĕпе пĕрле Мадагаскар влаçне лекнĕ.
Колони тапхарĕ
1841-меш çулта Франци Майотта утравне ярса илнĕ хыççăн вăл 1843 ун протекторачĕ пулса тарать. 1886—1892 -мĕш çулсенче Анжуан, Гранд-Комор тата Мохели утравĕсем те Франци протекторачĕсем пулса тăраççĕ. 1909 архипелага официаллă франци колонийĕ тесе пĕлтереççе, 1912-мĕш çултан Мадагаскар па перлештереççĕ. Колонистсем ваниль, гвоздика тата кофе ӳстернĕ. 1947-мĕш çулта франци тинĕс лешен территори статусне илнĕ. 1974-мĕш çулти референдумра Анжуан, Гранд-Комор тата Мохели утравсенчи 96% Францинчен уйралассине суйланă, Майотта утравен 64% уйрăлма килешмен. 1975-мĕш çулта депутатсен палати Анжуан, Гранд-Комор тата Мохели утравĕсенчен тăракан никама пăхăнман Комор утравĕсен республикине (КОР) тунине пелтернĕ. Правительство канашĕн председатĕлĕ Ахмед Абдаллах Президент пулса ларнă. 1975-мĕш çулта КОРа ООН пайташне йышăннă. Франци КОР никама та пăхăнманнине йышанса Майотта утравне хăйен территори статусне хăварнă.
Географи
Комор утравĕсен вулкан архипелагенче 4 тĕп утрав: Нгазиджа (Гранд-Комор), Ндзуани (Анжуан) тата Мвали (Мохели) Комор патшалăхне кĕреççе, Майотта утрав Францин тинĕс лешен территори шутланать. Чи çӳлле вырăн - вулкан Картала (2361 м). Утравсем тавра коралл рифĕсем. Тропик климачĕ, шăрăх тата нӳрĕ. Çумăр çулталăкра 1100-3000 мм яхăн çăвать. Тусен çулти тăвайкисенче тропик варманĕсем ӳсеççĕ, аялларах саваннăпа тĕмсем саралнă. Çулталăкĕпех малярипе чирлес харушлăх пур.
Çутçанталăк
Флора Сахар тростникĕ, кокос пальми, банан, кофе, гвоздика ĕрчет.
Фауна
Коморти икĕ утравра çеç Левингстон крыланĕ тĕл пулать.
Асăрхавсем
- ^ Атлас мира. ред. Поздняк Г. В.; Омск: Роскартография, ФГУП «ОКФ», 2007 ISBN 5-9523-0164-9
Каçăсем
Çак статьяна лайăхлатас тесен çакна тумалла?:
|
Шаблон:Коморсем в темăсенче Шаблон:Арап патшалăхĕсен лиги
Агадир килĕшĕвĕнчи патшалăхсем |
|
---|---|
Пайташсем | |
Кандидатсем | ![]() ![]() |
Шаблон:Африка патшалăхĕсем Шаблон:Африкăри утрав патшалăхĕсем
Африка пĕрлешĕвĕ |
|
---|---|
Чăн пайташсем |
Алжир • Ангола • Бенин • Ботсвана • Буркина Фасо • Бурунди • Габон • Гамби • Гана • Гвиней • Гвинея-Бисау • Конго Демократи Республики • Джибути • Икĕпат • Замби • Анăç Сахара • Зимбабве • Кабо-Верде • Камерун • Кени • Коморсем • Конго • Кот-д’Ивуар • Лесото • Либери • Ливи • Маврикий • Мавритани • Малави • Мали • Мозамбик • Намиби • Нигер • Нигери • Руанда • Сан-Томе тата Принсипи • Свазиленд • Сейшел Утравĕсем • Сенегал • Сомали • Судан • Сьерра-Леоне • Танзани • Того • Тунис • Уганда • Вăта Африка Республики • Чад • Экваторти Гвиней • Эритрей • Эфиопи • Кăнтăр-Африка Республики • Кăнтăр Судан |
Пайташлăхне чаракланă | |
Кĕме пăрахнă |
Франкофони |
||
---|---|---|
Чăн пайташсем | Албани | Андорра | Армени | Бельги (Бельгири франци пĕрлĕхĕ) | Бенин | Болгари | Буркина-Фасо | Бурунди | Вануату | Вьетнам | Габон | Гаити | Гана1 | Гвиней | Гвиней-Бисау | Греци | Джибути | Доминика | Икĕпат | Кабо-Верде | Камбоджа | Камерун | Канада (Нью-Брансуик, Квебек) | Кипр1 | Коморсем | Конго Демократиллĕ Республики | Конго Республики | Кот-д’Ивуар | Лаос | Ливан | Люксембург | Маврикий | Мавритани | Мадагаскар | Мали | Марокко | Молдави | Монако | Нигер | Руанда | Румыни | Сан-Томе тата Принсипи | Сейшелсем | Сенегал | Сент-Люси | Çурçĕр Македони | Того | Тунис | Франци (Франци Гвиани, Гваделупа, Мартиника, Сен-Пьер тата Микелон) | Вăтам Африка Республики | Чад | Швейцари | Экваторти Гвиней Căнакан патшалăхсем: Австри | Армени | Венгри | Грузи | Латви | Литва | Мозамбик | Польша | Серби | Словаки | Словени | Таиланд | Украина | Хорвати | Чехи 1Ассоциациленĕ пайташ |
Категория:Федеративла патшалăхсем