Палăртав е дефиници (лат. definitio — чикĕ) — ансат майпа каласан, уйрăм ăнлавсем мĕне пĕлтернине ятарласа ăнлантарни. Кун пек логикăлла операцисем, калăпăр, математикăра пысăк пĕлтерешлĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем çине таянса ытти шухăшларăшсем йĕркеленеççĕ.
Палăртав тĕслĕхĕсем
Пур кĕтесĕ 90 градус пулсан, унашкал тваткĕтеслĕхе тÿркĕтеслĕх теççĕ.
Пĕр-пĕр чĕлхери мĕнле те пулин сасă аталунура [р] сасса куçса кайнă пулсан, çав пулăма ротацизм теççĕ.
Массăна пула тĕрлĕрен япаларăшсем пĕр-пĕрин патнелле туртăннине гравитаци теççĕ.