Сĕвер

Konungariket Sverige

Сĕвер патшалăхĕ

Сĕвер ялавĕ Сĕвер тăмхи
Швеци Европа картти çинче
Патшалăх чĕлхисем Сĕвер
Тĕп хула Стокгольм
Чи пысăк хула Стокгольм
Патша Карл XVI Густав
Премьер-министр Ульф Кристерссон
Лаптăкĕ
 - Пĕтĕмпе
вырăнта
449 964 км2
Халăх йышĕ
 - Пĕтĕмпе([[]])
 - Йышлăхĕ
вырăнта
9 012 105
21,9/км²
Валюта ячĕ Швеци крони (SEK)
Вăхăт тăрăхĕ ГВ +1 пуçласа таран
Патшалăх гимнĕ Du gamla, du fria
Тетел доменĕ .se
Тел. префиксĕ 46

Сĕвер Ен (выр.Швеция, анк.Sweden) — Çурçĕр Европӑри Скандинави çурутравӗнчи патшалӑх.

Тĕп хули - Стокгольм (сĕв.Stockholm)

Тĕп чӗлхи — сĕвер чӗлхи, керман чӗлхисенчен пӗри, вӑл нумай диалекта пайланать; Çӗршывӑн ҫурҫӗр пайӗнче самар чӗлхипе те калаҫаҫҫӗ.

Çĕр пайĕ - 447 435 км², халӑх йышӗ 10,5 млн ҫынран иртет — ҫак кӑтартусем тӑрӑх Сĕвер Ен чи пысӑк Скандинави ҫӗршывӗ шутланать. Европӑри ҫӗршывсем хушшинче вӑл территорипе 5-мӗш вырӑнта тӑрать. Балтика тинӗсӗн шывӗпе ҫуса тасатнӑ. Норвегипе тата Самар Енпе (Финляндия) ҫӗр ҫинчи чиккисем пур.

Этимологи

Чолман (Кама) енчи чăвашсем Çурçер енчи Вырăсĕсене (Скандинавские Русы) - Сĕвер е Сивĕр тесе чĕнеççĕ, вырăс чĕлхинчи Север - сăмахран пулма пултарат е Сивĕ Ен (Холодный край) сăмахран. Ваттисем каланă тăррăх вăл енчи Сĕвер халăхĕсем чăвашсемпе ĕлĕк-авал çапăçнă та, туслашнă та, суту-илÿ те иртернĕ. Вĕсем Чăвашсен патшипе калаçса татăлса Атăл-Чолман хĕрринче хăйсене валли пĕчĕк Ял-хула туса лартнă, ăна вĕсем Сĕвер ят панă, хăйсене сĕверсем тесе чĕннĕ. Çав халăхран чăваш юмахĕпе Сĕве (Свияга) çырми ячĕ пуçланса каят.