Тени

Тени
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чăваш Ен
Муниципаллă район Элĕк
Ял тăрăхĕ Тени
Координатсем 55° с. ш. 46° в. д.HGЯO{#coordinates:}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Наци йышĕ чăвашсем
Конфесси йышĕ православсем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 83535
Почтă индексĕ 429240
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ 97 205 873 001
Тени (Раççей)
Точка
Тени (Чăваш Ен)
Точка

ТениЧăваш Енри Элĕк районĕнчи ял.

Тени ял тăрăхне тăваттă ял кĕрет: Тени сали, Малти Хирлеп, Кайри Хирлеп тата Кармал. Район центрĕнчен 7 çухрăмра, Шупашкар хулинчен 70 çухрăмра вырнаçнă.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

Ялта 262 (2006) çын пурăнать. Улттă урам- Тĕп, Симĕс, Çамрăксен, Шкул, Туçи, Сад урамĕсем.

Вăтам шкул ĕçлет.

Кун-çулĕ

Паллă тĕпчевçĕ Л.А.Ефимов каланă тăрăх, ял ятне ĕлĕххи Теней арçын парса хăварнă. 1927 çулчен ячĕ Кӳпеш Тени пулнă. 1917 çулчен Çĕрпӳ уесĕнчи Тăвай вулăсĕнче шутланнă. 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Элĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Варнар районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.

Паллă çынсем

  • Андреева Нина Степановна - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи.
  • Григорьева Элиза Ивановна - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи.
  • Тимофеева Руфа Тимофеевна - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи.

Вуламалли

  • "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.

Асăрхавсем

Каçăсем