Торăпкасси
Торăпкасси
|
Торăпкасси[1] — Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи ял, Тавăт ял тăрăхне кĕрет.
Пĕтĕмĕшле çырни
Тавралăхĕ
Пурăну вырăнĕ Элĕк районĕнче чи çӳллĕ вырăнта (тинĕс шайĕнчен 204 м) вырнаçнă.
Топономика
Ашвар,
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
Ял пĕр урамлă — Урицкий урамĕ. Ял урлă асфальт çулĕ иртсе каять. Ялта 108 (2006) çын пурăнать.
Иртнĕ ĕмĕрсенчи хыпарсем
1897 çулта ялта 105 арçынпа 109 хĕрарăм, 1907 çулта — 249 çын, 1926 çулта — 52 кил, 265 çын пурăннă.
Кун-çулĕ
1927 çулчен Етĕрне уесĕн Элĕк вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Элĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Варнар районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.
Халăхра çӳрекен халапсем тăрăх авал 5 Мĕлĕш пĕр ял пулнă, кайран саланса кайнă та Хуравар, Хитекушкăнь, Хирлеппуç, Торăпкасси, Çĕнушкăнь, Павлушкăнь ялĕсем пулса кайнă. Çавăнпа та асăннă ялсем çумне калаçура та, хутсем çинче те Мĕлĕш сăмах — ят хушнине курма пулать.
Паллă çынсем
- Александров Архип Терентьев, — драматург.
- Евграфов Геннадий Евграфович — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ.
- Митрофанов Веннадий Димитриевич — РФ тава тивĕçлĕ вăрманçи.
- Васильев Юрий Афанасьевич — РФ тава тивĕçлĕ машина тăваканĕ.
Вуламалли
- В. К. Магницкий, "Чувашские языческие имена"
- "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
- "Аликовскому району 75 лет". Л. А. Ефимов хатĕрленĕ, Шупашкар, 2002.
Фотопухăм
-
Торăпкасси Хирлеппуç енче.
-
Торăпкасси ялĕ, улăхран пăхсан. 2008.
-
Торăпкасси ялĕ, Элĕк енне каякан çул. 2009
Асăрхавсем
- ^ Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994
Каçăсем
- Плотников Н. сăнарĕсем 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
- Тавăт ял тăрăхĕн сайчĕ
- Элĕк районĕн сайчĕ
Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
Тавăт ял тăрăхĕн пурăнан вырăнĕсем |
|
---|---|
Тавăт ялĕ — администраци центрĕ ялсем: Илленушкăнь | Кĕçĕн Тăван | Торăпкасси | Павлушкăнь | Хитекушкăнь | Хирлеппуç Мĕлĕш | Хуравар | Шураç | |
Хирлеп çинчи ( шыв пуçламăшĕнчен шыв вăррине çити) пурăнан вырăнсем | |
---|---|
Хирлеппуç Мĕлĕш | Хурăн Кăкшăм | Мăн Хирлеп | Малти Хирлеп | Кайри Хирлеп | Кармал (Элĕк районĕ) | Тени | Торăпкасси | Хитекушкăнь | Хуравар | Кармал | Мăн Тукташ | Павлушкăнь | Тавăт| Йăранар | Кăмпал | Кивĕ ял | |