Пĕрлешӳллĕ Нацисен Организацийĕ

ПНО ялавĕ

Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕ (акăл. United Nations) — пĕтĕм тĕнчери мира тытса тăма, çирĕплетме, патшалăхсем хушшинчи çыхăнусене вăйлăлатма йĕркеленĕ пĕтĕм тĕнче шайĕнчи организаци. Организаци никĕсĕсемпе структурине Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи хыççăн Гитлер режимне хирĕç коалицине кĕрекенсем йĕркеленĕ.

ПНО кун-çулĕ

ПНО Нацисен Лиги организацийĕ хыççăн йĕркеленнĕ.

Устава 50 патшалăхран килнĕ çынсем 1945 çулхи çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче алă пусса çирĕплетнĕ. 1945 çулхи юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче устав вăя кĕнĕ. 1946-2002 çулсем хушшинче ПНО шутне 140 патшалăх кĕртнĕ.

ПНО Ертÿçисем

ПНО структури

ПНО штаб-хваттерĕ Нью-Йорк хулинче вырнаçнă.

Уйрăмĕсем:

  • Тĕп Ассамблея — ыйтусене сӳтсе явас, хушусем кăларас енчен тĕп вырăн йышăнать. Ассамблея кашни çулхи сессине авăнпа-раштав уйăхĕнче пухăнать. Ытти вăхăтра — кирлĕ пулсан.
  • Хăрушсăрлăх Канашĕ — хăрушсăрлăхпа мира тытса тăрас ĕçе туса пырать. Унăн сĕнĕвĕсемпе пурин те килĕшмелле. Хăрушсăрлăх Канашне кĕрекен яланхи членĕсем (Раççей, АПШ, Аслă Британи, Франци, Китай) пĕр шухăша тупни çинче тытăнса тăрать.
  • Экономикăпа Социаллă Канашсем — экономикăпа сациаллă енчен тĕнче шайĕнчи килĕшӳсене ертсе пырать. 5 регион уйрăмĕсенче тăрать.
  • Пĕтĕм тĕнчери суд — ПНОн тĕп суд органĕ.
  • Секретариат

Официаллă чĕлхесем

Çав. пекех

Каçăсем

Шаблон:Пĕрлешӳллĕ Нацисен Организацийĕ Шаблон:Лăпкăлăх Нобель премийĕ 2001—2025